Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял пурнӑҫӗ

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкар округӗнче ҫӑлкуҫ нумай. Нумаях пулмасть Явӑш ялӗнчи ҫӑлкуҫа хӑтлӑлатнӑ.

Унта утма меллӗ пултӑр тесе ҫул йӗркеленӗ, ҫанталӑк пӑсӑлсан пытанмалли вырӑн хатӗрленӗ, йывӑҫ-тӗм лартнӑ. Ҫапла вырӑн хитре те хӑтла пулса тӑнӑ.

Ку ӗҫе ялти ҫынсем тата Вырӑс географи обществи хутшӑннӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
«Про Город» архивӗнчи сӑн
«Про Город» архивӗнчи сӑн

Муркаш округӗнчи Рыккакасси ялӗнче пурӑнакансем карас телефон ҫыхӑнӑвӗн вышкине ан лартчӑр тесе ҫав вырӑна талӑкӗпех черетпе сыхланӑ. Усси пулнӑ. Нумаях пулмасть унти стройматериалсене ялтан кӑларма тытӑннӑ, вышкӑна ял айккинче лартӗҫ.

Ялта лавкка патӗнче пӗр вышка пур ӗнтӗ. Теприне лартассине вара халӑхпа канашламан. Ҫав вырӑнта вара халӑх ача-пӑча лапамӗ тума палӑртнӑ. Вырӑна пӗр уйӑх ытла сыхланӑ хыҫҫӑн хӑйсенне ҫӗнсе илнех – вышкӑна ял айккинче лартӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/101497
 

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Атнар ялӗнче халь Вӑрман урамне чӑрмавсӑрах ҫитме пулать. Унта юханшыв урлӑ каҫмашкӑн каҫӑ тунӑ.

Ку ӗҫе Валентин Морозов, Александр Мадебейкин, Николай Абрамов тата Михаил Абаськин тытнӑ та тунӑ. Ҫапла, ял ҫыннисем ҫакнашкал пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва хӑйсем тӗллӗн татса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_17554
 

Ял пурнӑҫӗ

Улатӑр округӗнчи Атрать ялӗнче пурӑнакансем масар ҫинче тирпейленӗ – унти йывӑҫ-тӗме каснӑ.

Чылай ҫӗрте халӗ йывӑҫ-курӑк хӑй тӗллӗн шӑтса тухать. Атрать ялӗнче пурӑнакансем вара масар ҫинчисене тасатма шутланӑ. Ҫула тасатнӑ хыҫҫӑн унпа ҫӑмӑл автомобильсем кӑна мар, ытти транспорт та кайма пултарать.

Трактора «Сӑрҫи» ГПЗ тата ялти Александр Россейкин, Андрей Липатов уйӑрса панӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канаш округӗнчи Янкӑлч ялӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри шыв» акци иртнӗ. Унта Янкӑлчри шкулта 6-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑннӑ.

Ачасем таврара йӑваланакан ҫӳп-ҫапа михӗсене пуҫтарнӑ. Уйӑрса панӑ территорие вӗсем йӑлтах тасатнӑ. Пӗтӗмпе виҫӗ михӗ пухӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_11770
 

Ял пурнӑҫӗ

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Мӑштавӑш ялӗнче пурӑнакансем тахҫан тунӑ ҫӑлкуҫа ҫӗнетнӗ. Ку ӗҫе ялти хастар ҫынсем хутшӑннӑ.

«Пирӗн ҫӑлкуҫсем, Ҫӗр айӗнчен тухса тӑраканскерсем, нихӑҫан та тапма чарӑнман. Ҫак ҫӑмӑлах мар ӗҫе хутшӑннӑ хастар ҫынсене пысӑк тав сӑмахӗ калас килет. Эпир пӗрле – вӑй!» - савӑнӑҫлӑн пӗлтернӗ мӑштавӑшсем.

 

Ял пурнӑҫӗ
komandirovka.ru сайтри сӑн
komandirovka.ru сайтри сӑн

Кӑҫал чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗччен Краснаормейски округӗнчи Пшонкӑ ялӗнчи пӗве хӗрринче пляж вырӑнӗ пулмалла. Округ администрацийӗ ҫак тӗллевпе 6 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.

Аукционра ҫӗнтернӗ подрядчикӑн хӑйӑрлӑ пляж, пластик понтон тумалла, тӗрлӗ ӳсӗмри ачасене шыва кӗмешкӗн вырӑнсем уйӑрмалла. Ҫавӑн пекех пляж кабини, информаци паллисем пулӗҫ. Понтон 50 метр тӑршшӗ, 60 метр сарлакӑш пулӗ. Ӑна сивве чӑтакан материалтан тумалла.

 

Ял пурнӑҫӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш муниципаллӑ округӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи клуба ҫӗнетсе пӗтренпепе пӗрех.

Округ пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов Мӑкӑр ялӗнче пурӑнакансем питех те хастар тесе каланӑ май вӗсем тӗрлӗ конкурса хутшӑннине, тӗрленине, ҫыхнине, юрлама ӑста пулнине пӗлтернӗ. Кӗмӗл волонтёрсен отрячӗ те пур-мӗн.

Ялта 400 ытла ҫын пурӑнать. Ялти клуб вӗсене питех те кирлӗ. Кивӗ ҫурт юрӑхсӑра тухнӑ, туалет та урамра-мӗн. Малашне те йӑлитах урӑхла пулӗ.

Ҫӗнӗ ҫурт авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче уҫӑлӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш округӗнчи Мӑкӑр ялӗнче клуба юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Ӑна «Тӑван ен культури» парти проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ.

Мӑкӑр ялӗнче ҫӗнетнӗ клуб питӗ кирлӗ. Унта 400 ытла ҫын пурӑнать. Кивӗ ҫурт тахҫанах ӗнтӗ юрӑхсӑра тухнӑ. Нушапа та урама кайма тивнӗ. Халӗ йӑлтах ҫӗнӗлле пулӗ.

Ҫӗнӗ клуба аван уйӑхӗн вӗҫӗнче уҫма палӑртнӑ. Унӑн фасачӗ кӑна мар, шалти те улшӑнӗ. Сценӑсӑр, 100 вырӑнлӑ залсӑр пуҫне библиотека, музей пулӗҫ.

 

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Улатӑр округӗнчи Злобино ялне ҫитмешкӗн пӗртен-пӗр кӗпер кӑна пур. Вӑл та пулин хавшак, кивелнӗ. Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Алатырь» ушкӑнра ҫырнӑ.

Кӗпер тӗревне шыв та ҫисе кайнӑ. Ун тӑрӑх вара йывӑр техника та каҫса ҫӳрет. Кӗпер ишӗлсе ансан машинӑсем урӑх ниҫтан та кӗрсе ҫӳреймӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_393655
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ...74
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 02

1937
89
Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть